Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хӗрлӗ Чутай

Республикӑра
Хӗрлӗ Чутай районӗн сайтӗнчен илнӗ сӑн
Хӗрлӗ Чутай районӗн сайтӗнчен илнӗ сӑн

Атнар ял клубӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ача-пӑчасен клублӑ пухӑвне ҫӳрекен ачасем Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ халӑх музейне ҫитсе килнӗ. Кун пирки район сайчӗ хыпарлать.

Район центрне 4 ҫухрӑмран ҫитнӗ ачасем музей вырнаҫнӑ культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫуртпа паллашнӑ. Музейри экспонатсемпе экспозицисем те вӗсемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Сӑмахран, чӗрӗ хулӑран ӑсталанӑ япаласемпе паллашнӑ. Ҫӗр айӗнчен чавса кӑларнӑ авалхи чӗрчунсен шӑммисем те ачасене интереслентернӗ. Ку музейре вӗсем уйрӑмах нумай: мамонтӑн шӑммипе шӑлӗсем, бизон шӑммисем, аммонитсен чулланнӑ юлашкийӗсем.

Вӑхӑтлӑха йӗркеленӗ «О чем поет самовар» (чӑв. Сӑмавар мӗнле кӗвӗ калать?) курав та Атнар ачисемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Кунта вӗсем ыйтусем ҫине те хуравлакаланӑ, сӑмаварпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ.

Район центрне ачасене клуб заведующийӗ Ольга Сергеева илсе кайнӑ.

 

Сывлӑх

Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакнӑ пулин те вакцинӑлас ӗҫе пӗтермен-ха. Хӗрлӗ Чутай район пульници пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен куҫса ҫӳрекен пункчӗ ҫитес вӑхӑтра тӗрлӗ ялсене ҫитсе килӗ.

Сӑмахран, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче мобильлӗ пункт Турхан ялӗнче пулӗ. Тепӗр кун вӑл Хӗрлӗ Чутайра ӗҫлӗ. Юнкун, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, ҫак куҫса ҫӳрекен пункт ҫынсене вакцинӑлама Кивӗ Атикассине ҫитӗ. Тепӗр кунхине вара Виҫенерте ӗҫлӗ. Мобильлӗ пункт ял хӑлӑхне 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗ, 12:00-13:00 — апатлану вӑхӑчӗ пулӗ.

Унсӑр пуҫне вакцинӑланас тесен район пульницине те ҫитме пулать. Прививка тутарас тесен тухтӑр патӗнче те, «Госуслуги» сайт урлӑ та ҫырӑнма пулать. Ҫавӑн пекех 122 тата 8-987-576-49-84 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/adm_krchet/2986
 

Чӑвашлӑх
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

Хӗрлӗ Чутайри «Солнышко» (чӑв. Хӗвелӗш) ача пахчинче Ача-пӑча Фольклориадин фестивальне ирттернӗ. Ӑна Раҫҫейре кӑҫал халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне ирттернӗ май йӗркеленӗ. Сӑмах май, ҫӗртмен 23-мӗшпе 27-мӗшӗсенче Шупашкарта I Ача-пӑча Фольклориади иртӗ — районти мероприятие унта хатӗрленсе ирттернӗ те.

Ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем илемлӗ тумсемпе ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Воспитательсем те чӑваш тумӗсем тӑхӑнса хутшӑннӑ. Фестивальте тӗрлӗ номинацисем пулнӑ: халӑх юрри, халӑх ташши, халӑх кӗвӗ инструменчӗсем, чӑваш халӑх вӑййисем.

Хӗрлӗ Чутай районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх фестиваль пурин кӑмӑлне те кайнӑ: ачасем те унта хавассӑн хутшӑннӑ, воспитательсем те пӗтӗм чунне парса ӗҫленӗ.

 

Культура
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра концерт кӑтартӗ. Вӑл пирӗн тӑрӑха «Песни России» фестиваль-марафонпа килсе ҫитӗ. Асӑннӑ мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче иртӗ.

16-мӗш фестиваль-марафонӑн ыркӑмӑллӑх концерчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ, унтан артистсем Комсомольскине, Тӑвая, Шупашкара, Патӑрьеле, Вӑрнара, Ҫӗрпӗве, Хӗрлӗ Чутая, Кӳкеҫе тата Куславккана ҫитӗҫ.

Надежда Бабкинӑпа тата унӑн мухтавлӑ «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) патшалӑх ансамблӗпе пӗрлех сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи професси коллективӗсем тухӗҫ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хӗрлӗ чутайсем ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Савӑнӑҫлӑ пуху Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ. «Чавал» пӗрлешӗве йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр ҫитнӗ.

Хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансене Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӗрӳллӗн саламласа тав сӑмахӗ каланӑ. «Ҫак уяв тӑван тӑрӑха, тӑван ҫӗре юратакансене пӗр чӑмӑра пухӑнма хистет, мӗн ачаран ҫуларса ӳснӗ пӗчӗк ҫӗршывӑмӑра хисеплесе пурӑнма вӗрентет», – тенӗ вӑл.

Уявра ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ.

 

Чӑвашлӑх
 Венера Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Венера Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене тата капӑрлӑхӗсене ӑсталассипе нумаях пулмасть семинар-практикум иртнӗ. Унта студисен, куржоксен, декоративлӑ прикладной ӳнерӗн ытти коллективӗн ертӳҫисем, пурӗ 42 специалист, хутшӑннӑ. Вӗсем — Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Шупашкар районӗсенчи культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем.

Семинар-практикума пухӑннисене ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри культура ҫуртӗнчи «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ансамбльне ҫӳрекен Венера Николаева паллаштарнӑ. Вӑл тухьян тӗп пайне ҫекӗлпе ҫыхма вӗрентнӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакан Инна Сугутская вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш эрешӗсене ӑсталама хӑнӑхтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра 75 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе унтах пурӑнакан 68 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун 75-ри арҫын тӑванне вӑратнӑ. Лешне, мухмӑрласкере, ку килӗшмен, харкашма пуҫланӑ. Хайхискер ватӑ ҫынна нумай хутчен ҫапнӑ. Лешӗ вилмеллех суранланнӑ.

Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын преступлени вӑхӑтӗнче психика чирӗпе аптӑранӑ. Суд ӑна ятарлӑ учреждение сипленмешкӗн яма пултарӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77887
 

Пӑтӑрмахсем
media56.ru сайтри сӑн
media56.ru сайтри сӑн

Арҫын хӗрарӑм вилмеллех хӗненӗ, кайран ӑна сӑн ӳкернӗ те ӑна тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. Ку тискер ӗҫ кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ.

Хӗрлӗ Чутайра ӳсӗр арҫын пӗлӗш хӗрарӑма тискеррӗн хӗненӗ, лешӗ вилнӗ. Экспертиза ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пичӗ палламалла мар пулнӑ: ӑна питӗ хытӑ хӗненӗ.

Арҫын кунпа кӑна ҫырлахман, вилнӗ хӗрарӑма сӑн ӳкернӗ те халӑх тетелӗнчи страницӑна кӑларса хунӑ. Ку сӑнӳкерчӗке курсан ывӑлӗ амӑшне палласа илнӗ.

Етӗрне районӗн сучӗ 39 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Арҫын ҫакӑ ытлашши ҫирӗп приговор тесе аппеляци панӑ. Анчах ЧР Аслӑ сучӗ приговора ҫавӑн пекех хӑварнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76200
 

Республикӑра
savepearlharbor.com сӑнӳкерчӗкӗ
savepearlharbor.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ.

Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ.

«Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине Хӗрлӗ Чутайра йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ҫурт хуҫин ывӑлӗ пулнӑ.

Ҫаван пекех ӗнер Шупашкарта пушар сӳнтернӗ. Мир проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Асӑрханмасӑр пирус туртнӑран балкон ҫунса кайнӑ. Хулари Социализм урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра та пушар тухнӑ. Унта ҫурт умӗ ҫуннӑ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1052 пушар пулнӑ. Вӗсенче 63 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 55 ҫын аманнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 18
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та